«Эпĕ нумай пулмасть, тĕрĕсрех каласан, икĕ кун каярах, «Яндекс» ертÿçисемпе тата тĕп акционерĕсемпе тĕл пултăм», — тенĕ патшалăх пуçлахĕ Ярославльте иртекен «ПроеКТОрия» професси навигацийĕн форумĕнчи «Школа завтрашнего дня» пĕтĕм Раççей уçă урокĕн участникĕсемпе пулнă телемост йĕркипе ыйтусене хуравланă май. Пирĕн математикăри конкурентлăх енĕсем шăпах çакăн валли юраççĕ. Вĕсен технологисем аталаннă, производствăна йĕркеллĕ кăрнă, лайăх специалисчĕсем те пур, анчах пирĕн патри пек математика шкулĕ çук, çавăнпа та пирĕн çак енĕпе конкурентлăха аталантармалла, çакна хаклама пĕлмелле, тĕпрен илсен, каланă Владимир Путин.