Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Ноябрӗн 2019, 18:16

Ку — манăн ял

Паянхи кун Ибрайкинта 10 çын пурăнать

— Пирĕн ял çулла кăна «чĕрĕлет», тăванĕсем патне ачисемпе мăнукĕсем килсен, — пăшăрханса калаçать Ибрайкинта пурăнакан Михаил Семенов. — Кунта дача пек хуçалăхсем ытларах. Пропискăра 19 çын тăрать, анчах куллен вуннăшĕ çеç пурăнаççĕ. Хамăран Станислав ывăл та кунта юласшăн пулмарĕ, Мускава ĕçлеме тата пурăнма тухса кайрĕ. Кунта ĕç çук вĕт. Колхоз пур чухне çамрăксем пурччĕ-ха, малашлăх та пулнă. Халĕ… Хам сезон ĕçĕпе маташатăп — вут-шанкă хатĕрлетĕп. Тĕпрен илсен, пишпÿлексем валли. Аллăмра — бензопăчкă, УАЗик куллен ĕçре.

Апрельте 52 çул тултартăм. Çавăнпа та эпĕ кунта чи «çамрăкки». Галина Аркадьевна мăшăрпа выльăх нумай усратпăр. Куçса каясси пирки шухăшламан, пире кунта та лайăх.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: