Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Ноябрӗн 2019, 19:52

30 ыйтăва хуравламалла

Пĕтĕм Раççей халăх çыравне ирттерме бланксен виçĕ формине çирĕплетнĕ

2019 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин распоряженийĕпе çырав иртттермелли листсен формине çирĕплетнĕ. Çĕршывра ялан пурăнакансен 30 ыйтăва хуравламалла пулать, пирĕн патра хăнара пулнă урăх çĕршыв гражданĕсене çичĕ ыйту параççĕ.

Л форма бланкĕ — РФ территоринче ялан пурăнакансем валли, унта 23 ыйту (арлăх, ÿсĕм, гражданство, наци, пĕлÿ шайĕ, мăшăрлану, миçе ача, ĕç тата ыттисем).

П форма бланкĕнче халăхăн çурт-йĕр условийĕсем çинчен сведенисем пуçтараççĕ. Унта çичĕ ыйту.

В форма бланк — пирĕн пата вăхăтлăха килнĕ урăх çĕршыв гражданĕсем валли.

Бланксене çынсем «Госуслуги» урлă хăйсем çырма пултарассине шута илсе тунă. Информацие переписчиксем электрон планшета çыраççĕ.

Халăхран вырăс чĕлхине тата ытти мĕнле чĕлхесем пĕлнине ыйтса пĕлеççĕ кăна мар, чĕлхепе кулленхи пурнăçра мĕнле усă курнине те. Çакă наци шкулĕсем малашне кирлипе кирлĕ маррине, культура пуçарăвĕсене пулăшмалли приоритетлă çул-йĕрсене палăртма май парать.

Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: