Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт-Петербург çыннисемпе калаçнă вăхăтра Украинăпа пĕр чарăнми супмалла мар, тесе канаш панă. Çакăн пирки вăл Даниил Гранин писателĕн палăкне уçнă церемони хыççăн вырăнти çынсенчен пĕринпе калаçнă чух пĕлтернĕ. Патшалăх пуçлăхĕпе калаçнă çынсенчен пĕри ытлашши хастар пулнă, темиçе ыйтупа хăй мĕн шухăшланине çине-çине каланă. Ăна итленĕ хыççăн Путин асăрхаттарса хăварнă: «Мĕн эсир пĕр чарăнми Украина пирки калатăр, хамăр çинчен те уйлама вăхăт çитнĕ ĕнтĕ».