Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Ноябрӗн 2019, 19:35

Волонтерство малалла аталанать

Курссене Пушкăртстанри тĕрлĕ районсенчен представительсем килнĕ

М. Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт Патшалăх педагогика университетĕнче квалификацие ÿстермелли курссем иртрĕç. Курс ячĕ — «Технологии сопровождения и наставничества молодежных волонтерских инициатив «серебряного добровольчества». Унта стандартлă лекцисем пулманнине палăртса хăварас килет, интерактивлă вăйăсем, пĕр-пĕринпе калаçни питĕ килĕшрĕç.

БГПУ волонтерсен центрĕн руководителĕ Лиана Кожевникова медиасредара мĕнле ĕçлемелли çинчен каласа пачĕ. Вильдан Исянгулов спикер проект хатĕрлемелли мĕнпур вăрттăнлăхсене уçса пачĕ, кашни утăмĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ.

Галина КУДРЯШОВА,

çамрăксен «Вектор» центрĕнчи халăхпа ĕçлекен специалист.

Сăнÿкерчĕкĕ: Галина КУДРЯШОВА.
Читайте нас: