Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
30 Ноябрӗн 2019, 23:14

«Сывă çыншăн пурте лайăх»

Кистенлӗри Культура çурчӗнче «Сывă çыншăн пурте лайăх» сывлăх каçӗ иртнӗ.

Сывлăх вăл чир çукки кăна мар, ӳт-пӳ, психика тата социаллă ырлăх та. Паллах, сывă пурнăç йĕркине нимĕн те çитмест. Сывлăх каçĕн программи тăрăх «Усал йăласемсĕр кун» калаçу ирттернĕ, усал йăласем мĕн патне илсе çитернине тĕплĕн сӳтсе явнă.

«Çамрăк яшсемпе хĕрсен гигиени» программиче фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен И. Кондратьева кашнин харпăр хайĕн гигиена йĕркисене пăхăнмалли çинчен каласа панă, таса, тирпейлĕ пулма тата сывă пурнăç йĕрки илсе пыма чĕнсе каланă. Ятарласа хатĕрленĕ кĕнекесен выставкинче сывă пурнăç йĕркине аталантарасси çинчен кирлĕ литература тупма пулнă.

Сывлăх – чи пысăк тупра. Сывлăха упрас тата ăна сыхлас ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ.

Кистенлӗри Культура çурчӗн ВК страницинчен.
Читайте нас: