Çутă çул
+18 °С
Облачно
Общество
2 Декабря 2019, 13:13

90 çул тултарнă ятпа саламланă

Çирĕклĕ ял тăрăхе ял Совет пуçлăхĕ Александр Петров тата çамрăксемпе ĕçлекен специалист Сергей Семенов, «Çамрăк Гварди» волонтерĕсем Лысогоркăри Ивановсем патĕнче пул-нă.

Александр Геннадиевич Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн тата Пушкăртстан Республикин Пуçлахĕн Радий Хабировăн ятĕнчен 90 çул тултарнă Елена Ивановнана салам çырăвĕ вуланă. Ветерана нумай çулхи ырми-канми ĕçшĕн тав тунă. Ырлăх-сывлăх, телей суннă. Волонтерсем юрă юрланă, сăвăсем вуланă.

Елена Иванован пурнăçĕ Тăван çĕршыв шăпипе тачă çыхăннă — Аслă Отечественнăй вăрçă, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем. Аслă ăрури çынсенчен Тăван çĕршыва юратма, чыслăха, тивĕçе шанчăклă пулма вĕренмелле.

Çамрăксен «Вектор» центрĕн ВК страницинчен.
Читайте нас