Çакăн пирки журналистсене унăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Раççей лидерĕ çулталăкан юлашки кунне мĕнле ирттерет текен ыйтăва хуравласа пĕлтернĕ.
Песков каланă тăрăх, Путинăн технологи енчен пĕрре те канмалли кунсем çук. Вăхăтăн ытларах пайне вăл ĕçре ирттерет, сÿнтерме юраман домна кăмаки пекех. Декабрĕн 31-мĕшĕнче те вăл ĕçлет.
Аса илтеретпĕр, ноябрĕн 29-мĕшĕнче Патшалăх Пухăвне декабрĕн 31-мĕшне вăл ĕç кунне лексен те, ĕçлемелли мар кун тесе пĕлтересси пирки закон проектне тăратнă пулнă. Документ авторĕсем Ярослав Нилов, Игорь Лебедев, Алексей Диденко, Елена Строкова депутатсем и Сергей Леонов сенатор пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС /Алексей Никольский.