«Терроризм» тата «экстремизм» сăмахсене паянхи кун çитĕннисем çеç мар, ачасем те, паллах, илтнĕ. Анчах та çак сăмахсем хыçĕнче мĕн тери пысăк хăрушлăх пытаннине ачасемпе çамрăксем, тен, ăнланмаççĕ те.
Ашшĕ-амăшĕ! Эсир ачăрсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплă. Пĕр е тепĕр иккĕлентерекен япала тупсан вăл хăрушлах кÿме пултарни çинчен çине-çине калама ан ÿркенĕр. Хăйсене унашкал япаласене тытмасса вĕрентĕр.
Терроризмпа кĕрешессинче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Профилактика ĕçĕ çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрмалла. Уйрăмах çитĕнекен ăрупа çак енĕпе чылай ĕç туса ирттермелле.
Паянхи кун пӗтӗм тӗнче умӗнче тăракан чи пысăк хăрушлăх — терроризм — вăрттăн вăрçă. Ăна хирӗç эпир пӗрле кар тăрсан кăна кӗрешме пултаратпăр, вăйсене пӗрлештерсен çеç çӗнтереетпӗр.
Иккĕленÿ çуратакан япаласем — пакетсем, сумкасем, курупкасем тата ытти те — курсан, палламан хăйсене яланхилле мар тытнине асăрхасан полицие —102 номерпе е ЕДДСа —112 номерпе шăнкăравламалла.