Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
2 Декабрӗн 2019, 17:00

«Вăрман карттипе» усă курăр

Пушкăртстанăн «Вăрман картти» мобиллĕ приложение Аургазă районĕнчи Толбазă ялĕ таврашĕнчи Стерлитамак вăрман хуçалахĕнче тест ирттернĕ.

Приложени Пушкăртстан Республикинчи вăрман лаптакĕсен интерактивлă картти кĕвĕн пулать, унта çын хăш вырăнта пулнине палăртма, вăрман кварталĕсем çинчен информацие пăхма, вăрман хуçалăхĕн мероприятийĕсем ирттерни çинчен, уйрăм сыхлакан çутçанталăк территорийĕсем çинчен пĕлме пулать, вăрман лаптăкĕсене фотофиксаци туса контроллемелли, хыпара тивĕçлĕ органсене ярса памалли функци ĕçлет. Теста система мĕнле ĕçленине тĕрĕслеме ирттернĕ. Приложени фукционалне вăрман хуçалăхĕн представителĕсем, система разработчикĕсем тата ахаль граждансем ирттернĕ. Приложени йĕркеллĕ ĕçленине тата ун умне лартнă задачăсене пĕтĕмпе пурнăçлани паллă пулнă.
Малашне регионри кашни çын «Лесная карта Башкортостана» приложение смартфонсем çине çыртарса илме пултарать тата йĕркене пăсни— пушар, вăрмана законсăр касни тата ытти — çинчен çийĕнчех ярса пама пултарать. Кунсăр пуçне приложени вăрман хатĕрлемелли системăна уçă тăвать — кашни çын вăрман лаптăкĕн статусне приложенине кĕрсе палăртма пултарать: камăн харпăрлахĕнче пулнине, çак участокра мĕнле ĕç-хĕл илсе пыма ирĕк панине. Çакнашкал приложени ĕçлесе хатĕрлеме Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2019 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче лартнă. Çакнашкал система Раççейре кăларнă çакăн пек форматри приложенисенчен малтисенчен пĕри шутланать. 2019 çулхи сентябрьтен вăл тест йĕркипе ĕçлет.
Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: