Вӗсем Крымри, Кавказри тата Ставропольти Хура тинӗс хӗрринчи санаторисене ҫеҫ хаклав йышне кӗртмен. ТурСтат тата Санатории-России.рф путевкӑсене бронь тумалли сервис специалисчӗсем ноябрьти канӑва тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Раҫҫейри регионсенче кӗркуннехи санатори канӑвне ноябрĕн 1-30-мӗшӗсенче путевкӑсем туяннине шута илсе хакланӑ. Чӑваш Енри санаторисем 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ, путевкӑсен йÿн хакӗпе — иккĕмӗш вырӑнта.
Регионти санаторире канас тесен, пӗр талӑкра вӑтамран 2 пин тенкӗ кирлӗ. Кунта пурӑнни, апатланни, сипленни кӗрет.
#статистика, #танлаштарӑмсем, #санаторисем, #хаксем