Президент «Об основах туристской деятельности» Закона алă пуснă. Документа право информацийĕн интернет-порталĕнче пичетленĕ.
Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен паломниксене туристсенчен уйăракан нормăсем вăя кĕнĕ. Паломниксен шутне тĕнпе çыхăннă вырăнсенче пулас тĕллевпе çулçÿреве çÿрекенсене кĕртнĕ. Паломничество турĕсене тĕн организацисем кăна йĕркелеме пултараççĕ.
«Российская газета» материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Павел Лисицын.