Çакăн çинчен ПР траспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн Патшалăх комитечĕн председателĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ.
Проекта кăçалхи июльте «Инвестчас» форматпа иртекен канашлура «Институт нефтехимпереработки» АО директорĕ Дмитрий Шаронов тăратнă. Инвестицисен пĕтĕмешле калăпăшĕ — 4,3 млрд тенкĕ шайĕнче. Проект тĕллевĕ — институт разработкисемпе никĕсленсе автомобиль çулĕсене лайăхлатасси. Республикăра пысăк пахалăхла битумран çул-йер тунă тĕслĕхсем пур. 1994 çулта Белорецкпа Учалы хушшинче тунă çулпа 18 çул юсамасăр усă кураççĕ.
Тимур Мухаметьянов каланă тăрăх, республикăра çул-йĕр битумне Башнефть тата Салават хулинчи предприяти (PG технологипе) кăлараççĕ. Хальхи вăхăтра кăларакан битум калăпăшĕ республикăшăн çителĕклĕ тата пахалăхĕ аван. Çĕнĕ завод тăвас ыйту çивĕч тăмасть.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег ЯРОВИКОВ.