Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Декабрӗн 2019, 15:17

Уфана Çĕнĕ çула Итали иллюминацийĕпе илемлетеççĕ

Пушкăртстанри тĕп елкан декорне тăвассипе ют çĕршыв художникĕ ĕçлет

Кăçал Уфа Çĕнĕ çул умĕн нихçанхинчен илемлĕрех пуласса шанма пулать — ăна пуçласа пĕтĕм тĕнчипе паллă Итали иллюминацийĕ илем кÿрет.

Пĕтĕм тĕнчипе паллă Festi Group компани хула декорне тăвать, вĕсен ĕçĕсене Парижра, Стамбулта, Мускавра, Хусанра курма пулнă. Çитменнине укçа-тенке республика бюджетĕнчен тăкакламаççĕ — Радий Хабиров каланă тăрăх, Пушкăртстанри пысăк компанисенчен пĕри хула çыннисене çакнашкал хаклă парне тăвать. Ĕçе декабрĕн 10-мĕшĕччен вĕçлеме планлаççĕ.

«KP.RU» материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: