Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Декабрӗн 2019, 16:30

Статистиксем Çĕнĕ çул сĕтелĕ валли хатĕрлемелли оливье мĕн хака ларнине пĕлтернĕ

Çулталăк тăршшĕнче оливье салат валли апат-çимĕç хакĕ 4,6 % ÿснĕ, пĕлтерет «Известия» Росстат даннăйĕсене илсе кăтартса.

Тăватă çынран тăракан çемье валли порци 340 тенкĕ ларать, çулталăк каярах вăл 325 тенкĕ пулнă. Çĕнĕ çулхи сĕтел валли 12 порци хатĕрлес тесен 1,02 пин тенкĕ кирлĕ пулать.
Оливье индексне шутлас тесе статистиксем йăлана кĕнĕ салат рецептне сĕнеççĕ: тăварланă хăяр (500 г), симĕс пăрçа (380 г), çĕрулми (500 г), кишĕр (200 г), çăмарта (4 шт.), пĕçернĕ кăлпасси (300 г), майонез (200 г), пуç сухан (100 г).
Çулталăк тăршшĕнче пуринчен ытларах пуç сухан хаклăланнă (10% — килограмне 24 тенкĕ таран), пĕçернĕ кăлпасси (6% — 396 тенкĕ таран), консервăланă пăрçа тата хăяр (6% — килограмне 164 тенкĕ таран), майонез (5% — килограмне 176 тенкĕ таран).
Хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ йÿнелнĕ, сăмахран, кишĕр хакĕ 11 % — килограмне 26 тенкĕпе, çĕрулми — 3% — килограмне 20 тенкĕ таран.
Кĕрĕк айĕнчи сельдь салачĕ оливьерен йÿнерех ларать. Ун валли ингредиентсен хакĕ çулталăкне 2,6 % ÿснĕ. Тăватă çын валли салат хатĕрлес тесен 157 тенкĕ кирлĕ пулать, 2018 çулта 153 тенкĕ пулнă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: