Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
5 Декабрӗн 2019, 15:45

«Ырăлăх çулĕпе» фестивальте ачасем савăннă

Сывлăх кăлтакĕсемлĕ ачасем валли культурăпа спорт фестивалĕ иртрĕ.

Районти тĕп больницăра сывлăх кăлтăкĕсемлĕ 119 ача учетра тăрать. Вĕсене ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем кăна мар, районти обществăлла организацисем, район администрацийĕ куллен тимлĕх уйăрать.
«Ырăлăх çулĕпе» культурăпа спорт фестивалĕ Пишпÿлекри «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕнче иртрĕ, унта 6 çултан пуçласа 14 çулчченхи 57 ача хутшăнчĕ. Чылайăшĕсемпе ял тăрăх пуçлăхĕсем тата ял совечĕсенчи çамрăксем тĕлĕшпе ĕçлекен специалистсем пĕрле килнĕ.
Çутă спорт залĕнче хаваслă ача-пăча юрри янăрарĕ, туслă калаçу йĕркеленчĕ. Фестивале район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин уçрĕ. Амăшĕсен районти обществин председателĕ Римма Ахметова амăшсене чăтăмлăхшăн, ачасене шаннăшăн, район адмистрацине тата структура подразделенисене тимлĕхшĕн тав турĕ. Районти сусăр çынсен обществин председателĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Андреева кашни кунпа савăнма чĕнсе каларĕ. Малалла фестивальте сăвăсем янăрарĕç, юрăсем шăранчĕç, ачасем хавасланса ташларĕç. Спорт вăйине хастар хутшăнакансем пурте парне илчĕç. «Мир вкуса» кафе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли сĕтел хатĕрленĕччĕ. Юлашкинчен кăмăл тăвакансем пурте «Империя» кинотеатра мульфильм пăхма кайреç.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕке: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: