Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
6 Декабрӗн 2019, 16:20

Герда Чăваш Енре пурăнать

«Снежная королева» юмаха чылайӑшӗ вуланӑ, телевизорпа та курнӑ. Унти тӗп сӑнар хӗрача Герда ятлӑ. Халӗ унашкал ятлӑ хӗрача Шупашкарта та пур.

Нумаях пулмасть тӗп хулара ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине Герда тесе ҫыртарнӑ. Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ят тахҫантанпах пулман.

Палӑртмалла: ку ят пирӗн пата Скандинави ҫӗршывӗсенчен килнӗ, вӑл «хӑватлӑ копье» тенине пӗлтерет.

#Шупашкар, #ачасем, #ЗАГС
Читайте нас: