Районти ялсенче урамсене, административă çуртсене илемлетме пуçланă. Кашниех палăрасшăн, уявла кăмал-туйăма вăйлатасшăн.
«Олимп» суту-илÿ çурчĕ Пишпÿлекре малтисенчен пĕри пулса «çĕнĕ çулхи» тум тăхăннă. Ун хыççăн Пенси фончĕн, райпо, ФОК çурчĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшма пуçланă. «Улыбка» ача сачĕн коллективĕ те лартнă задачăна тĕплĕ хатĕрленет. Чечексен «Диколь» студинче сире Хĕл Мучи ăшшăн кĕтсе илет.
Площадьре чăрăша лартса, илемлетсе пĕтернĕ. Килех çуталса, Çĕнĕ çул!
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.