Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
6 Декабрӗн 2019, 19:20

Пушкăртстанра «комендант сехечĕн» вăхăтне тăсаççĕ

Республикăра ачасем валли çулла «комендант сехечĕн» вăхăтне тăсма шутлаççĕ, пĕлтернĕ Республикăн Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн пресс-службинче.

Тивĕçлĕ законăн проектне республика парламенчĕн çывăх вăхăтра иртекен пленум ларăвĕнче пăхса тухмалла.
«Хальхи вăхăтра республикăра закон тăрăх 17 çула çитичченхи ÿсĕмри ачасен обществăлла вырăнсенче çĕрле ашшĕ-амашĕсĕр тата çитĕннисемсĕр 22 сехетрен пуçласа 6 сехетчен пулма юрамасть, — тенĕ Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. — Çулла, майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен, «комендант сехечĕ» 24 сехетрен 6 сехетчен пырать». Вырăнти сезон уйрăмлăхĕсене шута илсе регионсем çакнашкал чикĕсене хăйсем палăртма пултараççĕ. Темиçе çул каярах çуллахи вăхăта куçассине пăрахăçланă. Халĕ çулла та пĕр сехет маларах тĕттĕмленме пуçлать. Çавăнпа та «комендант сехетне» çулла 24 сехетрен мар, 23 сехетрен кĕртме сĕнеççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий ШАХОВ.
Читайте нас: