Пилĕк çул каялла кăна редакцинче хальхипе танлаштарсан, икĕ хут нумайрах çын тăрăшнă, халĕ вĕсене çак сăн ÿкерчĕкре курма пулать.
Сулахайран пĕрремĕшĕ — хаçата калăплакан инженер Алена Петрова. Унпа юнашар пултаруллă Ирида Новикова корреспондент. Варринче хаçатăн яваплă секретарĕ, тĕп редактор çумĕ Надежда Родионова. Тăваттăмĕшĕ — Инга Алексеева корреспондент. Юрий Михайлов тĕп редакторпа паллаштарма кирлех мар пулĕ, ăна республикăри чăваш ялĕсенчи пурте пĕлеççĕ. Ертÿçĕ пулса вăл 30 çул тăрăшать. Çак сăн ÿкерчĕкре тепĕр çын çитмест— Петр Алексеев водитель.
«Урал сасси» хаçат редакцине Пишпÿлек районĕнче пурăнакансен ятĕнчен юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çитĕнÿсем, чăтăмлăх, иксĕлми пултарулăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
«Урал сасси» хаçатăн Пишпÿлекри тусĕсĕм.