Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Декабрӗн 2019, 16:10

Эпир пĕрле!

Мĕн çинчен каланă Радий Хабиров Посланинче

Паян, декабрĕн 10-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ«Торатау» Конгресс-холлра Патшалăх Собранине хайĕн Посланине вуланă. Регион пуçлăхĕ хăйне суйланă хыççан пуçласа республикăра пурăнакансем умĕнче сăмах каланă: çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тата çитес çулхи задачăсемпе паллаштарнă.
Вăл тĕп проблемăсене палăртнă. «Пирен тĕп проблема ЖКХ е медицина мар, кашни уйрăмшарăн ĕçлени. Ертсе пыракан вертикальте те, уйрăм коллективсенче те, пĕтĕмĕшле илсен обществăра та пĕрлĕх çукчĕ», — палăртнă вăл.
Радий Хабиров:
Пурнăçлама май килмен задачăсем çук.
Бюджетниксен ĕç укçине ÿстеретпĕр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелетпĕр.
Кăçал пирĕн республика инвестицисен шайне 15 % ÿстерчĕ. Республикăна инвестици ÿсĕмĕ кирлĕ, вара тин пирĕн çынсем начар, чухăн пурăнмĕç.
Район пуçлăхĕсем икĕ срокран ытлашши ĕçлемĕç. 20 районта тата 5 хулара кадрсене улăштартăмăр ĕнтĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа коррупци преступленийĕсемшĕн 37 пысăк пост йышăннă чиновниксене 20 айăплав приговорĕ йышăннă, тата 42-шĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă.
Çулталăк каярах кĕртнĕ «Инцидент» система чылай проблемăсене татса пама пулăшре. Çитес çул Региона тытса пыракан центр йĕркелĕпĕр, вăл çак ыйтура тата та эффективлăрах ĕçлеме май парĕ.
Пирĕн малалла пĕрле ĕçлеме, пĕр шухăшлă пулас пулать. Унчченхи пек субботниксене, воскресниксене тухса обществăшăн кирлĕ ĕç тăвас йăлана çĕнĕрен пуçарса ярас пулать. Кашни хăйĕн килне, килкартине, ялне е хулине, пĕтемĕшле илсен республикăна тирпей-илем кĕртесси — кашнин ĕçĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: