Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Декабрӗн 2019, 16:40

Çирĕклĕре парк пулать!

Вырăнти пуçарусене пулăшмалли Программăпа ялта илемлĕ кану вырăнĕ тума планлаççĕ

Ноябрь вĕçĕнче Çирĕклĕ çыннисем вырăнти пуçарусене пулăшмалли Программа проекчĕпе 2020 çулта мĕн тумаллине суйлама юлашки хут сÿтсе явма пуçтарăннă.
— Нумайне тăвас килет, плансем акăш-макăш пысăк! — тет Çирĕклĕ ял Совечĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Петров. — Вырăнти шкул çурчĕн тăррине юсама ĕç ветеранĕ Николай Андреев сĕнчĕ. Çурта 1986 çулта хута янă, унтанпа пĕрре те юсаман ăна. 40 çул вырăнти шкулта математика вĕрентекенĕ пулса вăй хунă Светлана Саватнеева ялта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ тĕле парк тусан аван пулмалла тесе каларĕ. Унта ача-пăча валли вăйă тата спорт площадкисем тумалла.
Çак сĕнÿ ял халăхне килĕшнĕ. Ял Совет депутачĕсем тата ялти хастарсем Михайловкăри парка кайса курса килнĕ, çаванпа та хăйсем патĕнче те çапла тума йышăннă.
Александр Геннадиевич каланă тăрăх, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунисене манма юрамасть, çавăнпа çак шухăш вырăнлă. Ялта пурăнакан 18 çултан аслăраххисем 200 тенкĕрен кем мар памалла, спонсорсем — КФХ, ИП, «Самарская» агрофирма, ентешсем — 100 пин тенкĕрен кем мар, ял Совет администрацийĕ — 100 пин тенкĕ. Смета документацине 1 млн. 300 пин тенкĕлĕх хатĕрлемелле. Ял халăхĕнчен хастарлăх кирлĕ, ентешсене, ялта çуралса ÿснĕ, халĕ урăх çĕрте пурăнакан çынсене проекта хутшăнни кирлĕ пулнине ĕнентермелле. Пуçару ушкăнĕ суйланă.
Пухура пулнă район Совечĕн секретарĕ Венер Калмыков çирĕклĕсене вырăнти пуçарусене пулăшмалли Программăна хутшăннăшăн ырланă. 2020 çула Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе республикăри халăх пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртмелли тата эстетика çулĕ тесе пĕлтернĕ-çке. Урамсене, ялсене, çуртсен территорийĕсене, обществăлла вырăнсене йĕркене кĕртмелле. Çирĕклĕре пушă çуртсем нумай, вĕсен хуçисене, еткерçисене тупмалла, тирпей-илем правилисене вĕсен пăхăнмалла. Вара ял илемлĕрех пулĕччĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: