Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
11 Декабрӗн 2019, 17:15

Сутаççĕ, çăмăллăхсем параççĕ…

Уфа предпринимателĕсем суту-илÿ тăваççĕ тата çăмăллăхсем параççĕ, производство вара çук

Уфари бизнес-климат аталанăвĕн шайĕ çителĕксĕр, унта ытларах суту-илÿ тăваççĕ, çăмăллăхсем параççĕ. Асăннă сферăри лару-тăру çинчен докладпа Уфари предпринимательсен союзĕн совечĕн председателĕ Ольга Одинокова доклад тунă.
Пушкăртстан тĕп хулинчи экономикăра ĕçлекенсен пĕтĕм шутĕнчен пĕчĕк тата вăтам бизнесрисен пайĕ 38 процентпа танлашать, аталаннă çĕршывсенче çак кăтарту 60-80 % пулмалла. Тавар кăларассипе 8 % çеç ĕçлет. Уфари предпринимательсен 92 % суту-илÿре тата çăмăллăхсен сферинче.
Пĕчĕк тата вăтам бизнесра Уфара 190 пин ытла çын ĕçлет.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: