Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Декабрӗн 2019, 16:47

«Йӑлӑхтарчӗ, эпир аталанмастпӑр кӑна мар, ҫулран-ҫул сӳнсе пыратпӑр, влаҫ вара нимӗн те тумасть»

Чăваш Енри хулана Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештересшĕн

Кун пирки «Известия Мордовии» хаҫатра ҫырнӑ.

Çакна темиҫе сӑлтавпа ӑнлантарнӑ. Чи пӗрремӗшӗ – Улатӑр Шупашкартан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Саранскран вара – 150 ҫухрӑмра. Статьяра палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта 5 мэр улшӑннӑ, хула лайӑх енне аталанман. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ ача пахчисем ҫӗклес вырӑнне «Солнышко» ятлине хупнӑ. Кӳршӗ республикӑра вара пач тепӗр май: шкулсем, ача сачĕсем, спорт керменӗсем, ытти учреждени ҫӗкленеҫҫӗ. Улатӑрти стадиона чылай ҫул юсаман, ку ыйтӑва вара тахҫанах ҫӗкленӗ.

Улатӑрсене япӑх ҫулсем те пӑшӑрхантараҫҫӗ. Кунти чи лайӑх ҫулсем Мӑкшӑ Республикинчи чи япӑх ҫулсемпе танлашаҫҫӗ-мӗн. Хулара ҫӳп-ҫап контейнерӗсем сахал пулнӑран пӗлтӗр ӑпӑр-тапӑр сапаланса выртнӑ. Лартнă контейнерсем кивӗ тата ҫӗтӗк-ҫатӑк.

Вырӑнти ертÿçĕсем халӑх шухӑшне витӗм кӳресшӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Мӑкшӑ Республикин патшалӑх парӑмӗ пысӑк. Анчах хастарсене ку хӑратман – Чӑваш Енӗн те парӑм пур. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑрта пысӑк улшӑнусем ҫук.

Халӗ хастарсем депутатсене ҫӗнӗрен суйлаттарасшӑн – ӗҫлемен ертÿçĕсене ҫав пукан ҫинчен антармалла-мӗн. Вӗсем урамра ҫутӑ лампочкисем вырнаҫтарассишӗн те тӑрашаҫҫӗ халӗ.

«Эпир ыранах Мӑкшӑ Республикине кӗртмешкӗн ыйтма каятпӑр тесе каламастпӑр, анчах ку шухӑш канӑҫ памасть. Тен, никама пӑхӑнмасан тата лайӑхрах, эпир тахҫанах истори хули шутланатпӑр вӗт. Е тата Чӗмпӗр облаҫӗ инҫе мар. Йӑлӑхтарчӗ, эпир аталанмастпӑр кӑна мар, ҫулран-ҫул сӳнсе пыратпӑр, влаҫ вара нимӗн те тумасть, пире илтмест», — ҫапла пӗлтернӗ Улатӑр хастарӗсем кӳршӗри хаҫата.

#Улатӑр, #тӳре-шара, #депутатсем, #Чӗмпӗр, #Саранск
Читайте нас: