Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
16 Декабрӗн 2019, 11:25

ПУТИН ДЕКАБРĔН 31-МĔШНЕ КАНМАЛЛИ КУН ТĂВАССИ ПИРКИ ХУРАВ ПАНĂ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи декабрĕн 31-мĕшне канмалли кун тума ыйтни пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Путин çакăн пек йышăну тума вăхăт сахал юлнине палăртнă.

— Халĕ декабрĕн варри‚ Çĕнĕ çул уявĕсем çывхараççĕ. Декабрĕн 31-мĕшĕпе çыхăннă ыйтăва епле татса парассине пĕлместĕп. Çакăн пек йышăну тума вăхăт питĕ сахал юлчĕ, анчах эпĕ сире илтрĕм‚ — тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ.
Декабрĕн 31-мĕшне кану кунĕ тăвассипе çыхăннă проекта РФ Патшалăх Думин депутачĕсем ноябрĕн 28-мĕшĕнче тăратнă. Ăнлантару çырăвĕнче çапла çырнă "декабрĕн 31-мĕшĕ ĕç кунĕпе тÿр килсен‚ ĕçлекенсем хăйсен тивĕçĕсене тулли пурнăçламаççĕ, вĕсем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах канмалли кун (декабрĕн 31-мĕшĕ) РФ Ĕç кодексĕнче палăртнă уяв кунĕсен шутне ÿстермест".
Раççей Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн, январĕн 1‚2‚3‚4‚5‚6 тата 8-мĕшĕсенче — Çĕнĕ çул каникулĕ‚ январĕн 7-мĕшĕнче — Раштав. Вĕсем ĕçлемен уяв кунĕсем шутланаççĕ. 2020 çулта январĕн 4 тата 5-мĕшĕсем шăмат кунпа тата вырсарни кунпа тÿр килеççĕ. Çавна пула январĕн 4-мĕшне (шăмат кун) май уйăхĕн 4-мĕшне‚ тунти куна‚ куçараççĕ. Январĕн 5-мĕшне (вырсарни кун) майăн 5-мĕшне‚ ытларни куна.
2019 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче ĕç кунĕ пĕр сехете кĕскелет.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: