Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Декабрӗн 2019, 11:55

Путин хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтерекенсем налук тÿлессин экспериментне хутшăнакан регионсен шутне ÿстернĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтерекенсем налук тÿлессин экспериментне хутшăнакан регионсен шутне ÿстернĕ. 2020 çулхи январьте çак çĕнĕлĕх Пушкăртстана та тивет.

Пирĕн республикăсăр пуçне списокра тата 18 çĕршыв субъекчĕ: Санкт-Петербург, Ленинград, Тюмень облаçĕсем, Краснодар тата Пермь крайĕсем, Югра тата ыттисем.
2019 çулта хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтерекенсене валли налук тăватă регионта кĕртнĕ: Мускавра, Мускав, Калуга тата Ростов облаçĕсенче, Тутарстанра. Раççей çыннисем Пенси фондне куçман медицина страхлавĕн фондне страхлав тÿлеççĕ.
Хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтерекенсем — хăйсем тĕллĕн укçа ĕçлесе илекенсем: фрилансерсем, репетиторсем, фотографсем, блогерсем, водительсем, ача пăхакансем тата ыттисем.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: