Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Декабрӗн 2019, 11:15

Путин объектсенче терроризмран сыхланмалли мерăсем йышăнмалли çинчен закона алă пуснă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин объектсенче терроризмран сыхланмалли мерăсене йышăнманшăн штраф тÿлемелли çинчен закона алă пуснă, документа право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетленĕ.

Администраливлă правонарушенисен кодексне законпа килĕшсе тăракан улшăнусем кĕртеççĕ.
Объектсенче терроризмран сыхламалли çинчен закона пăхăнмасан е хăрушсăрлăхшăн яваплă сотрудниксене хăйсен ĕçне тума чарсан штраф тÿлемелле пулать: граждансен — 3 пинрен пуçласа 5 пин таранччен, должнăçри çынсемшĕн — 30 пинрен пуçласа 50 пине çити е çур çултан пуçласа виçĕ çула çити ĕçрен хăтараççĕ, юридика сăпатĕнчисемшĕн — 100 пинрен пуçласа 500 пин таран.
Религи организацийĕсен объекчĕсене сыхлассин требованийĕсене пăссан юридика сăпатĕнчисене 50 пинрен пуçласа 100 пине çити штраф парса айăплаççĕ.
РИА Новости материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: