Çутă çул
+12 °С
Дождь
Общество
18 Декабря 2019, 17:00

Пушкăртстанра çуралнă ачасен парне пуххине пушар извещателĕсене кĕртнĕ

Пушкăртстанра 2020 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен çуралнă ачасен парне пуххине пушар извещателĕсене кĕртĕç.

Маларах извещательсене граждансен икĕ категорине панă: нумай ачаллă çемьесене тата социаллă йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачаллă çемьесене. Кăçалхи виççĕмĕш квартăлтан извещательсене тин çуралнă ачасене паракан парне пуххипе пĕрле параççĕ. Извещательсене 11 пин çынна панă.
Паянхи кун тĕлне республикăра бюджет укçи-тенкипе 120 пин пушар извещателĕ лартнă. Пушар тухсан çак извещательсем ĕçлесе сигнал панине пула 336 çын пурнăçне çăлса хăварнă, вĕсен шутĕнче 131 ача пурнăçĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас