Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Декабрӗн 2019, 22:25

Пушкăртстанра Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче «типĕ закон» пулать

Пушкăртстанра январĕн 3-мĕшĕнче алкоголь продукцине сутма чарнă, тата Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтенче январĕн 4, 5, 6-мĕшĕсенче алкоголь продукцине сутассин вăхăтне кемĕтнĕ — 14 сехетрен пуçласа тепĕр талăкăн 10 сехечĕ таран ăна сутма юрамасть.

Урăхла каласан, çак виçĕ кун регионăн пĕтĕм территорийĕнче алкоголь продукцине талăкне 4 сехет çеç сутма юрать: 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен.
Закона паян республика парламенчĕ 2019 çулхи пĕтемлĕтỹ пленарлă заседанийĕнче йышăннă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: