Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Декабрӗн 2019, 16:25

ГИБДД мĕнпур водительсене алкогольпе наркотик тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме право илме пултарать

ГИБДД сотрудникĕсене мĕнпур водительсене алкогольпе наркотик тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме ирĕк пама пултараççĕ. Шалти ĕçсен министерстви освидетельствовани правилисене улăштармалли проект хатĕрленĕ.

«Усĕр пулнин паллисем палăрмасан та водительсене тест иртме сĕнĕç», — теççĕ ведомствăра.
Çакăн пек тĕрĕслев валли водитель сывласа кăларакан сывлăша тишкерекен алкоголь детекторĕпе усă курĕç. Тепĕр тĕслĕхĕ — ГИБДДшăн çĕнĕ портативлă хут наркотесчĕ, унпа наркотика тупса палăртма сурчăка экспресс-анализ ирттерсе пулать.
Ведомствăра палăртнă тăрăх, çакă малтанхи тест кăна, çавăнпа протокол çырмĕç, понятойсем те кирлĕ мар. Тест результачĕ алкоголь е наркотик пуррине кăтартстан, водителе медосвидетельствовани тума яраççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: