Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров чиновниксене çĕнĕ çулхи корпоративсене чаплă ирттерме хушман. «Лайăхрах пурăнма пуçласан, уявлăпăр, — тенĕ Радий Фаритович паян Правительствăри оперативлă канашлура. — Эпĕ пачах та палăртма чармастăп, анчах чума вăхăтенчи ĕçкĕ-çикĕ пек ан пултăр. Муниципалитет пуçлăхĕсем, çине-çине калатăп, çакна тимлĕр. Ытлашши пысăк мероприятисем йĕркелеме кирлĕ мар. Коллектива саламлас тетĕр пулсан, саламлăр, столовăйĕнче каштах ларса илĕр, анчах фейерверксемсĕр».