«Первый канал» 20 млрд. тенке парăма кĕнĕ, çавăнпа хупăнас патне çитнĕ темелле. Реклама рынокĕ ÿсмест, канал илертÿллĕ ытти каналсене тата интернета выляса ярать — «Первый канал» политика шоуне кăна тăратма пултарать.
Канал «Красный квадрат» студине — хăйĕн контенчĕн тĕп поставщикне — нумай парăма кĕнĕ. Унтан «Останкино» телецентр та канала суда панă…
Каналăн парăмĕсем 2014 çултанпа ÿсме пуçланă. 2018 çулта вĕсем 20 млрд. тенке çитнĕ, çулталăкри выручка вара 32,8 млрд. тенкĕпе танлашать. Контент поставщикĕсем мĕнпур каналсенчен «Первый» кăна тÿлемест тесе ÿпкелешеççĕ.
Канал патшалăхран пулăшу шырать, анчах вăл «Культура» канала кăна субсидилеме хатĕр.
Малтанхи çулсенче, ОРТ чухне, каналăн пĕр пайĕ Борис Березовский аллинче пулнă, кайран Роман Абрамовича куçнă. 2019 çултанпа вăл пайăн-пайăн Национальная медиа группа, ВТБ банк тата патшалăх аллинче тăрать.
«Первый канал» интернет-бизнеса аталантарма ĕлĕш хывман, унтан унта политика ытлашши нумай вырăн йышăнма пуçланă (вĕсене çамрăксем пăхмаççĕ), унтан цифрлă ТВ килсен, пурте икĕ канал вырăнне 20 канал пăхма пуçланă… Рейтингсем малалла чакаççĕ.
Малашне мĕн пуласси хальлĕхе паллă мар, анчах каналти çăлкуçсем каланă тăрăх, енчен те патшалăх черетлĕ хут пулăшмасан, канала хупасси чăн пулмалли япала.