Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Декабрӗн 2019, 20:50

Радий Хабиров хуласемпе районсенчи лару-тăрăва йĕркелесе яма валли икĕ уйăх вăхăт панă

ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче «Разрешение на строительство» муниципаллă çăмăллăха электрон кĕвĕн парас ыйтăва пăхса тухнă.

ПР Патшалăх управленийĕн цифрлă аталану министрĕ Геннадий Разумикин асăннă çăмăллахпа 2014 çултан пуçласа ĕçлекен муниципалитетсене асăннă. Кăçалхи тĕллевлĕ кăтарту 55 процентпа танлашать. 2021 çулта çак кăтарту 70 процент пулмалла.
Республикипе пĕтĕмĕшле илсен, асăннă кăтарту начар мар, анчах сакăр хулапа районта вăл питĕрех те пĕчĕк. Мияки районĕ (9,1 процент), Уфа (24,2 процент) хĕрлĕ зонăна лекнĕ. Давлекан районĕ (28,2 процент), Бурай районĕ (30,8 процент), Октябрьский хули (33,3 процент) — хĕрлĕсарă зонăра. 55 процента çывхарнисем ытлашши нумаях мар.
Хабирова çак кăтартусем килĕшмен.
— Мияки районĕнче 9,1 процент кăна мĕншĕн пулнине ăнланмастăп, — тенĕ Радий Хабиров. — Хĕрлĕ тата хĕрлĕсарă зонăсене лекнĕ администраци пуçлахĕсем, тимлĕр çакна.
Çакă питĕ пысăк проблема, начар истори, палăртнă Республика Пуçлăхĕ. Лару-тăрăва йĕркелесе яма вăл икĕ уйăх вăхăт панă.
«Электронная газета» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: