Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Декабрӗн 2019, 11:05

Пĕтĕм тĕнче чемпионачĕ Уфара иртĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин черетлĕ пресс-конференцинче Ярославль хулинчен килнĕ журналистăн спорт ăмăртăвĕсене ирттерессипе çыхăннă ыйтăвĕ çине хурав панă чухне çакна палăртнă.

2020 çулта пирĕн çĕршыв футболла выляссипе Европа чемпионатне тата волейболла выляссипе Пĕтĕм тĕнче чемпионатне йышăнĕ. Волейболла вылямалли тапхăрĕсенчен пĕрне Пушкăртстанăн тĕп хули — Уфа — йышăнмалла пулĕ.
— Раççейре Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем пăрахăçа тухмĕç. WADA билетсемшĕн тÿленĕ укçана тавăрса памĕ‚ — тесе ăнлантарнă Владимир Путин.
Çакна та каласа хăвармалла‚ Пĕтĕм тĕнчери хоккей федерацийĕ 2021 çулта Уфара хĕрарăмсен хутăш ушкăнĕсем хушшинче Пĕтĕм тĕнче чемпионатне иртерессине çирĕплетнĕ.
Читайте нас: