Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Декабрӗн 2019, 16:05

Эпĕ Хĕл Мучи пулни çинчен

Ачасене асамлăх тата хавас кулă парнелес тесен, нумай та кирлĕ мар, çакна кашниех тума пултарать.

Çĕнĕ çул Хĕл Мучисĕр тата Юр пикесĕр пулать-и? Çук! Анчах кам-ха вăл шурă сухаллă, пăйма тата кĕрĕк тăхăннă мучи?
Пишпÿлекри Свято-Троицки чиркĕвĕн унчченхи настоятелĕ, халĕ Сибай хулинчи «Отрада и Утешение» Тур Амăшĕн турăшĕн храмĕн настоятелĕ Димитри атте аса илет:
— 2007 çул вĕçĕнче мана Пишпÿлекри Свято-Троицки чиркĕвĕн настоятелĕ пулма куçарчĕç. 2008 çулта Иулия матушкапа пирĕн иккĕмĕш ача çуралчĕ. Икĕ çултан иртсен вăл Пишпÿлекри «Улыбка» ача садне çÿреме пуçларĕ, аслă хĕр те çавăнтах çÿретчĕ. Пĕррехинче ачасене илме килсен, мана Ирина Борисовна воспитатель Çĕнĕ çулхи утренникра Хĕл Мучи пулма ыйтрĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм! Ачасемшĕн савăнăç вĕт çакă!
Пĕрремĕш репетици мĕнле аптратса янине халĕ те астăватăп! Шухăшласа пăхăр-ха: сценарипе сухаллă Хĕл Мучи шорты тата хура очки тăхăннă! Ăна, имĕш те Вупăр карчăкки тĕш-мĕш тунă, вăл пурне те пăрахса Мальдивыне вĕçсе кайнă. Ачасем тăрăшнипе, паллах, Хĕл Мучи тăна кĕретех.
Ачасене курнă пулсан эсир — Мучишĕн мĕнле пăшăрханчĕç! Тепĕр çул каллех эпĕ чăн-чăн Хĕл Мучи пултăм. Мана хамăн хĕрĕм те палламарĕ вĕт.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Улыбка» ача сачĕн архивĕнчен.
Читайте нас: