Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Декабрӗн 2019, 12:00

Çĕнĕ çулхи каникул вăхăтĕнче ăçта каймалла?

Ĕнер «Башинформ» ИА конференц-холĕнче «Ĕçкĕсĕр Çĕнĕ çул: Пушкăртстанра ăçта канмалла?» темăпа çавра сĕтел иртнĕ. Çĕнĕ çулхи каникулăн темине сÿтсе явма министерствăсемпе ведомствăсен, Уфа администрацин представителĕсене чĕннĕ.

Нумай пулмасть Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров уявсенче культура тата спорт мероприятийĕсен шутне нумайлатмалла тесе палăртса хăварнă. Регион ертÿçин шучĕпе, пирĕн муниципалитетсен культура тата спорт пурнăçне тулăх тăвасси — тĕп задача.
ПР культура министрĕ Амина Шафикова Çĕнĕ çулхи уяв вăхăтĕнче тĕрлĕрен культура мероприятийĕсем питĕ нумай пуласси çинчен пĕлтернĕ. Уяв кунĕсем «Пушкăртстан — спорт, туризм, культура тата сывлăх территорийĕ» девизпа иртессине палăртса хăварнă Амина Ивниевна.
Амина Шафикова палăртнă тăрăх, республикăра ирттерекен мĕнпур уяв мероприятийĕсене пĕр базăна пухаççĕ, унпа «Культурный мир Башкортостана» интернет-порталăн сайтĕнчи «Новогодний календарь – 2020» ятарлă пайра паллашма пулать. Календарь тăрăх мĕнпур ыйтусемпе сĕнÿсене [email protected] электрон адреспа ярса пама пулать.
Вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин республикăра пуçласа иртекен «Новогодние семейные игры-2020» çинчен каласа панă, вĕсем 2020 çулхи январĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 6-мĕшĕччен иртеççĕ.
ПР Туризм патшалăх комитечĕн председателĕ Салават Нафиков «TERRA ZIMA» фестиваль йĕркипе Пушкăрт тата тутар эстрадин юрăçин Элвин Грейăн концерчĕ пулнине палăртса хăварнă.
Республика çыннисене тата чылай интереслĕ мероприятисем кĕтеççĕ. Тĕплĕнрех «Новогодний календарь - 2020» пĕлме пулать.
«Культурный мир Башкортостана» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: