Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
25 Декабрӗн 2019, 14:45

Тĕкел çулталăка тĕрĕс кĕтсе илĕр

Шăпах 2020 çулта малтанхи 12 çула плансем туса хумалла

Йĕкехÿре çулĕ 4718-мĕш çул пулать, вăл Шурă Тимĕр Йĕкехÿре паллипе иртет. Çакнашкал шайлашу 60 çул тăршшĕнче пĕр хутчен лекет. Йĕкехÿре 2021 çулхи февралĕн 11-мĕшĕччен хуçаланать. Йĕкехÿре 12 çуллăх циклне пуçлать, çавăнпа та Китай календарьне шанас пулсан, вăл тухăç та, анăç та гороскопĕсен паллисемшĕн пысăкран пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать.
Астрологсен шучĕпе Шурă Йĕкехÿре кашнин тăрăшулăхне тивĕçлипе хаклать, çĕнĕ гороскоп циклĕ валли кашнине задани парса тухать. Шăпах 2020 çулта малтанхи 12 çула плансем туса хумалла.
Тухăçра Йĕкехÿрене пуянлăхпа, тăнăçлăхпа, тасалăхпа, ырă кăмăллăхпа санласа параççĕ, ăна хисеплеççĕ тата юратаççĕ. Китайра Йĕкехÿре — наци геройĕ, мĕншĕн тесен вăл выçăпа аптăракан çынсене рис пĕрчи илсе килсе панă.
Йĕкехÿре ăспа, чăтăмлăхпа, лартнă тĕллеве çĕнсе илме пĕлнипе палăрать. Вăл искусствăна кăмăллать.
Йĕкехÿре çулĕ пуçламăшĕнченех çынсем лайăх улшăнусене пурнăçри мĕнпур сферăсенче туйма тытăнаççĕ. Çул пуянлăхшăн ăнăçлă пулнăран 2020 çулта мĕн те пулин мега-хаклă япала илмелле, сăмахран, çурт е машина. Ĕç вырăнне улăштарни те ăнăçлă пулмалла. Урăх çĕршыва куçса кайсан та лайăххи кăна кĕтет. 2020 çул тĕкел (високосный) çулталăк пулать, эппин, çитĕнÿсем тăвас тесен нумай та тăрăшса ĕçлемелле.
Кил-çурта мĕнле хатĕрлемелле
Генераллĕ тасалăх кунне йĕркелемелле! Чÿречесене тата алăксене уйрăм тимлемелле, мĕншĕн тесен ăнăçупа тăнăçлăх çавăнтан кĕмелле!
Ăçта тата мĕнле уявламалла?
Йĕкехÿре пĕччен ларма юратмасть, вăл коллективлă чĕрчун. Ученăйсен шучĕпе, вĕсем командăпа пурăнма кăмăллаççĕ, çавăнпа та юратнă та çывăх çынсемпе пĕрле уявламалла.
2020 çул шурă, сăрă, кĕмĕл, хура тĕссемпе сăнланать. Эппин, капăр тум çав тĕслĕ пулмалла. Ăна кĕмĕл е ылтăн аксессуарсемпе илем кÿмелле.
Сĕтел пуян, анчах ытлашши чаплă пулмалла мар, килте хатĕрленĕ апат — тĕп вырăнта. Сыр, пулă, улма-çырла, пахча-çимĕç, пĕр сăмахпа каласан, сывлăхшăн усăллă çимĕç лартăр
Çывхарса килекен ÇĔНĔ ÇУЛПА!
Читайте нас: