Путин юлашки вăхăтра çыварса тăранайманни çинчен каласа панă
Президент талăкне тăватă-пилĕк сехет кăна çывăрнине пытарман
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Хĕрлĕ площадьри каток çинчи хоккей матчĕн тапхăрĕсен тăхтавĕсенче юлашки вăхăтра ăна çителĕклĕ çывăрма май пулманни пирки каласа панă. Çак çырав фрагментне "Россия-24" каналăн эфирĕнче кăтартнă.
Геннадий Тимченко бизнесмен ытларах тренировкăсем тумалла тесе каланă хыççăн президент юлашки вăхăтра питĕ сахал çыварнă тесе хуравланă.
Хĕрлĕ площадьри Çĕрлехи хоккей лигин матчĕ юнкун каç иртнĕ, вăл Владимир Путин вылянă команда 8:5 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. Çĕнтерÿçесен командин шайбисене пуринчен ытларах патшалăх пуçлăхĕ персе кĕртнĕ.