Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Декабрӗн 2019, 16:50

«Хăçан лайăх çул пулать?»

«Калинин ял Совечĕ ял тăрăхĕнчи Петровкăри Центральная урам пуçламăшĕнче сакăр çемье пурăнать. Пирĕн патра вара çул çук.

30 çул каялла шоссе çулне тунăччĕ, анчах эпир пурăнакан енчи 320 метрне çав кĕвĕн хăварнă. Кĕрхи-çурхи вăхăтра мĕн тумаллине те пĕлместпĕр, çуран та аран-аран иртсе пулать унта.
Кăçалхи ноябрьте çула чул сарма пуçланишĕн питĕ савантăмăр. Анчах савăнăç аптранипе улшăнчĕ — темшĕн çул айккипе тем пысăккăш чулсем тăкса тултарчĕç. Грейдерпа иртмерĕç, катоксемпе тикĕслемерĕç. Пирĕн патра хăçан лайăх çул пулать?»
Петровкăра пурăнакансем.
Калинин ял Совечĕ ял тăрăх пуçлахĕ Дарвин Габдулназипович Юмагулов хуравлать:
— Петровкăри çак урамра нихăçан та шоссе çулĕ пулман пирки, унта çул тумалли технологипе килĕшÿллĕн, вырăнти материал тăкса кăна çула тикĕслемелле. Юманлăх патĕнчи карьерта çакнашкал материал пур. Урамри çула тумалли технологипе, çул никĕсĕ валли ăна чулпа сарнă. Пишпÿлекри ДРСУ автогрейдерĕпе тикĕсленĕ. Пысăк чулсем çумăра, çиле, сивве пула хăйсемех каярахпа вакланса пĕтеççĕ, тикĕсленеççĕ. Каярахпа ун çине вак чул сараççĕ. Çавна май çула 2020 çулхи апрельте туса пĕтереççĕ. Асăннă ĕçе вĕçлеме гарантилетпĕр.
Ирина ФОМИНА хатĕрленĕ.
Читайте нас: