Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Декабрӗн 2019, 11:05

Путин Трампа Раççейре пулма пултаракан терактсем пирки сведенисем панăшăн тав тунă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Америка лидерĕпе Дональд Трамппа телефонпа калаçнă.

Вăл ăна Раççейре терактсене чарса хума пулăшнă сведенисемшĕн тав тунă.
Кремлĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Владимир Путин Дональд Трампа ятарлă службăсен линийĕпе Раççейре тума пултарнă терактсем пирки панă информацишĕн тав тунă.
Енсем пĕр-пĕрин интересĕсене тивекен сферăри ыйтусене сÿтсе явнă, терроризма хирĕç кĕрешес йĕркепе малашне те çыхăну тытас пирки калаçса татăлнă. Кремльте палăртнă тăрăх, калаçу Раççей енĕ пуçарнипе ирттернĕ.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: