Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
31 Декабрӗн 2019, 12:39

Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне уҫнӑ

Ӑна Константин Иванов чӑваш поэчӗн скверӗнче вырнаҫтарнӑ.

Палӑка Шупашкар хулин руководстви декабрĕн 26-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл унччен крепоҫ пулнӑ вырӑнта ларать.
Палӑка уҫма Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, унӑн ҫумӗ Алла Салаева, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава, Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультечӗн деканӗ Олег Широков хутшӑннӑ. Декан палӑка Шупашкарта вырнаҫтарни тӗрӗс, 1555 ҫулта вырӑс патши хушнипе кунта крепоҫ тунӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл Хаяр Йӑван хӑватлӑ империе йӗркеленине, Мускав патшалӑхĕ анӑҫ енне сарнине ырласа сӑмах каланӑ.
Улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ пулнӑ. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине пӗлтернӗ.
Читайте нас: