Никотинлӑ япаласене канихвет хурӑмлӑ тесе те сараҫҫӗ иккен. Ӑна чӑмлани (унпа усӑ курни) сывлӑха сиен кӳрет. Ача-пӑча ӑна-кӑна ӑнланса пӗтереймест е аслӑраххисенчен юлас килмест, е ашшӗ-амӑшӗ авторитетлах мар — вӗсем урам йӑли-йӗркипе, тепӗр тантӑшӗсен ырах мар пурнӑҫӗпе пурӑнма талпӑнаҫҫӗ. Ҫулҫитменнисем снюспа усӑ курнӑ хыҫҫӑн реанимацине лекне самантсем чылай пулнӑ, ӑна пула вилекенсем те пур.
Снюс наркотик хутӑшӗ шутланать, вӑл ҫынна самаях минретет. Чи шухӑшлаттараканни – хальлӗхе Раҫҫейре снюссен сутма чаракан саккун ҫукки.
Йӗрке хуралҫисен те сехри хӑпнӑ: ара, снюса лавккасенче ҫӑмӑллӑнах туянма пулать-ҫке-ха. Ашшӗ-амӑшӗ те пӑшӑрханать, хӑшӗ-пӗри ачи снюс тутанса курни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫакна вӗсем шкулта тӑваҫҫӗ-мӗн.
Пушкӑртстан прокуратури снюссем сутма чаракан закон хатӗрлет, ҫывӑх вӑхӑтра ҫак ыйтава ПР Патшалӑх Совечӗ — Курултайӗ те пӑхса тухӗ.