Çакнашкал закон проектне правительствăн 2020 çулхи ĕç-хĕлĕнче пăхса хăварнă, пĕлтерет «РИА Новости».
Хальхи вăхăтра çул çитмен ачасем мăшăрланмалли процедурăна регионсем хайсем татса параççĕ. Вырăнти власть органĕсем çул çитменнисем 18 çул тултариччен туй тумалли сăлтавсене палăртма пултараççĕ, çавăн пекех çемье çавăрма ирĕк паракан усĕме 14 çулччен чакарма май пур, енчен те качча каякан хĕр ача кĕтет пулсан. Хăшпĕр регионсенче, енчен те çул çитмен çын официаллă йĕркепе ĕçлесе çемьене тытса пыма çителĕклĕ ĕçлесе илет пулсан та авланма юрать.
Росстат даннăйĕсем тăрăх, халĕ çĕршыври вăтам статистика качча каякан хĕрсем 8 çула "ватăлнă" — хĕрарăмсен ытларах пайĕ 25-34 çулта качча каять, 8 çул каярах качча каймалли ÿсĕм 18-24 çул пулнă. Арçынсем унчченхи пекех 25-34 çулта авланма кăмăллаççĕ.