Депутат представителĕсем Жириновский Хĕрлĕ площадьре укçа валеçни пирки çапла ăнлантарнă. Вырсарникун политик иртен çÿренсене пин тенкĕлĕх купюрăсем тата чебурексем валеçнĕ май, "детям, инвалидам, сиротам, крепостным и холопам", тесе каланă.
ЛДПР фракцинче СМИ информацие тĕрĕс мар кăтартса панă тесе шутлаççĕ.
Вĕсем контекстран Владимир Жириновский çынсемпе шÿтлесе калаçнă саманта кăларса пăрахнă тенĕ. Информаци çăлкуçĕсенче вара çынсем кăмăлсăр пулнă тесе пĕлтернĕ. Парти пресс-службинче укçа илнĕ çынсем Жириновскине тав тунă тата вăрахрах пулма ыйтнă тесе пĕлтереççĕ.
Патшалăх Думинчи этика комиссийĕ депутат хăтланкаларăшне январĕн 13-мĕшĕ хыççăн хак пама сăмах панă.
РИА Новости материалĕсем тăрăх.