«Кашни «вăрăм» уявсенче пирĕншĕн тĕп хуйхă пушарсемччĕ. Январьти пĕрремĕш кунсенче вĕсем çĕршер пулатчĕç, темиçе теçетке вилнисем, суранланнисемччĕ, килсĕр юлнисем нумайччĕ… Эпир çулталăк тăршшĕпе çак хăрушă кăтартусене чакарассипе системăпа ĕçлетпĕр. Извещательсем лартатпăр, килсерен çÿресе тĕрĕслетпĕр, теветкеллĕх ушкăнĕсенчисемпе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Кăтартусем — куçкĕрет», — çырать Радий Фаритович Facebook страницинче.
Пушкăртстан МЧС пресс-службин даннăйĕсем тăрăх çулталăк пуçланнăранпа республикипе 134 пушар пулнă, вĕсенче 4 çын вилнĕ, виççĕшĕ суранланнă. Пушарсен тĕп сăлтавĕ — вутпа асăрханусăр пулни, электрооборудованипе тата кăмакасемпе усă курмалли правилăсене пăсни.