Проект çынсене несĕл историне пĕлме, авалхи пурнăç çинчен каласа пама пултарать, çавна май генеалоги тĕпчевĕсене халăх хушшинче сарма пулăшать.
Енчен те кам та пулин хăйсен тăванĕсен докуменчĕсене тупма пултараймарĕ пулсан, Пушкăртстан Республикин Наци архивĕнче XIX, XVIII тата XVII ĕмĕрсенчи метрика кĕнекисем, ревизи сказкисем, ытти документсем упранаççĕ. Çавăнпа та кашни çын малашне хăйĕн çемйин историне тĕпчеме тата пĕлме пултарать.
«Башархив» республика çыннисене тăван тавралăх историне тарăнрах пĕлме тата ăрусем хушшинчи çыхăнăва тĕреклетме пулăшать.
Малашне «Башархив» проекта аталантараççĕ, таврапĕлÿçĕсемшĕн интереслĕ пулма пултаракан ытти истори докуменчĕсене интернета кăларма планлаççĕ.
"Башинформ" ИА материалĕсем тăрăх.