Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Кӑрлач 2020, 18:48

Пакшана арахис çитерме юрамасть

Арахисра тытăнса тăракан белок чĕрчунăн организмĕнче ирĕлмест

Ахаль пакшасем çулталăкне икĕ хутчен çăм улăштараççĕ, анчах та хÿри çинчи çăмĕ çулталăкне пĕр хутчен кăна тăкăнать.
Пакша хÿрипе парашют вырăнне усă курать.
Ытларах чухне пакшасем пĕчченшер пурăнма кăмăллаççĕ, анчах шартлама сивĕсенче вĕсем пĕр йăвара 3-6 таранччен пухăнса хĕл каçма пултараççĕ.
Кашни кĕркунне чĕрчунсем хĕллене запас хатĕрлеççĕ: тĕрлĕ вырăнсене мăйăр, шишкăсем, йĕкĕлсем, кăмпасем, тĕрлĕ тымарсем пытарса тултараççĕ.
Пакшан шăлĕсем, ытти кăшлакан чĕрчунсенни пекех, ĕмĕрĕ тăршшĕпе ÿсеççĕ.
Пакшан чи лайăх аталаннă туйăм вăл - питĕ лайăх илтни.
Читайте нас: