Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Кӑрлач 2020, 19:30

КИВĔ ÇĔНĔ ÇУЛТА МĔН ТУМАЛЛА?

Январĕн 13-мĕшĕнчен 14–мĕшнехи каç КИВĔ çĕнĕ çул пулать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун тахçанхи çывăх юлташсемпе тĕл пулмалла.

Сĕтел хушшинче пухăннисен пĕр-пĕринчен каçару ыйтмалла, 12 сехет çитсен ĕмĕтленнĕ ĕмĕте ăшра каламалла. Раштав типĕ тытни вĕçленнĕ, эппин, кирек мĕн те çиме юрать. Кивĕ стильпе çĕнĕ çула кивĕ системăна пăхăнакан православи тĕнне ĕненекенсем кăна палăртаççĕ.
Кивĕ Çĕнĕ çулта çитес 12 уйăх мĕнле пулассине пĕлмелли сăнав (юмăç яни) пур. Сăмахран, енчен те уяв кунĕнче çил кăнтăр енчен вĕрет пулсан, çулталăк ăшă пулать, хĕвеланăç енчен – сĕт нумай пулать, пулăçсем нихçанхинчен ытларах пулă тытаççĕ, çилсĕр çанталăк пулсан – вăрман тулли çырла пулмалла, теççĕ.
Читайте нас: