Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Кӑрлач 2020, 15:35

Пирĕн хуласемпе ялсенчи тирпей-илем, комфортлă пурнăç малти вырăнта

2020 çула Пушкăртстанра халăх пурăнакан вырăнсен эстетикин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2019 çулхи октябрьте 2020 çула Пушкăртстанра халăх пурăнакан вырăнсен эстетикин çулталăкĕ тесе пĕлтересси пирки Указа алă пуснă.
Документăн тĕп тĕллевĕ — халăх пурăнакан вырăнсене комфортлă тăвасси, тирпей-илем шайне пысăклатасси, ялсемпе хуласен тулашри сăн-сăпачĕ эстетика енчен илемлĕрех куранччăр тесе ĕçлесси — тĕрĕсрех каласан, газонсене, тратуарсене, урамри тата тулашри çутăсене, хÿмесене тимлесси.
Указпа килĕшÿллĕн, республика Правительствин йĕркелÿ комитетне йеркелемелле, мероприятисен планне çирĕплетмелле. Обществăлла организацисен хăтлă пурнăç условисем тăвассипе халăхра интерес ÿстермелле.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: