Декабрĕн 31-мĕшĕнче ҫĕрле Хусанти роддомсенче 8 арҫынача тата 3 хĕрача ҫуралнă. Январĕн 1-мĕшĕнче Хусанти ЗАГС Управленийĕ 32 ачана регистрациленĕ, хĕрсемпе каччăсен шучĕ ҫурмалла: 16/16.
Пĕтĕмĕшле илсен, сăнавсем тăрăх, Хусанта ҫуралакан кашни 10-мĕш ачан ашшĕ-амăшĕ мигрантсем. Хăшĕ-пĕрин арăмĕ ятарласа ҫуратма Раҫҫее килет, мĕншĕн тесен хăйсем патĕнче ача ҫураттарнăшăн роддомсем хаклă илеҫҫĕ. Медицина шайне те Вăтам Ази республикисеннипе танлаштарма ҫук.
Тата кунта ҫуралнă ача, унăн ашшĕпе амăшĕ СССР шутне кĕнĕ республикăсенчен пĕринчен килнĕ пулсан, Раҫҫей гражданствине илме пултарать.
"Сувар" хаçатран.